Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑрӑмҫӑ-сӑтӑрҫӑсен ят словарӗ

Хисеплӗ вулакан! Мӑн асатте-асаннесен пурнӑҫӗнчи ырӑ ӑрӑмҫӑсен, усал сӑтӑрҫӑсен ятарлӑ ячӗсем сӑмахлӑхра манӑҫа тухнӑ. Халӗ юмӑҫ яракансене те, асамҫӑсене те тупма йывӑр. Вӗсен пирки юмахсенче, легендӑсенче, мифсенче кӑна вуласа пӗлме пулать. Камсем вӗсем? Халӑхра мӗнле пурӑннӑ? Ырӑ е усал мӗнле ӗҫ тунӑ? Авалхи пӗлуҫӗсемпе, культурӑпа паллашас килет.
Ӑнлантӑр пулӗ, ҫавӑнпа ҫак словаре пуҫтарса хатӗрлерӗм. Тархасшӑн...

Апӑс — кӗлӗ йӗркине тытса пыракан. Кӗлӗ сӑмахне пӗлекен. /"Апӑс" — тутар, араб чӗлхинчен кӗнӗ сӑмах. Абыз, хафиз — коран кӗнекинчи кӗлӗсене пӑхмасӑр калама пӗлекен/. Чӑваш чӗлхинче кӗлмӗҫе, мӑчавара, юмӑҫа тата тухатмӑша пӗлтерет. Чӳкри кӗлӗсене апӑс каласа тӑчӗ. Ҫӳлти Турӑна, ырӑ усалсене, вилнисене пӑтӑпа, ҫӑмартапа, вучаха шӳрпе сапса чӳклерӗ, Кӗлӗ хыҫҫӑн халӑхпа пӗрле чӳклеме апатне ҫирӗ.
Тутарстан тӑрӑхӗнчи чӑвашсем юмӑҫа та "апӑс" тесе калаҫҫӗ. Апӑс карчӑк, апӑс старик.
Чӑвашсем Христос тӗнне йышӑнсан, XIX ӗмӗр тӗлнелле, апӑссем хисепрен тухнӑ.

Асамҫӑ, асамӑҫ, асаймӑҫ — тухатмӑш, юмӑҫ. /Арабсен, тутарсен "азан" "кӗлӗне чӗнни" сӑмахран чӑваш чӗлхине кӗнӗ/. Чӑваш чӗлхинче, тӗнӗнче тухатмӑш ӑнлава палӑртать. Куҫ ӳкерекен, ӑсран кӑларакан, ӑсран пӑсӑлнӑ ҫынна сыватакан.
Ырӑ асамҫӑ — ырӑ ӗҫ тӑвакан, чирлӗ ҫынсене чӗртекен. Инкек лекнӗ ҫамрӑк мӑшӑрсен ҫемйине йӑпатса, тухатласа, кӗлӗ туса асамласа сывлӑха тавӑрма, йӗркене кӗме пулӑшакан.
Усал асамҫӑ — усал ӗҫ тӑвать. Асар-писер кӑларса, ухмахланса, кӗлӗ туса курайман ҫын ҫине усал, ылхану ярать тет, ӑсран кӑларап тесе хӑратать имӗш. Наука-вӗренӳ шайӗ ӳснӑ хыҫҫӑн асамҫӑсем хисепрен тухнӑ.

Ашапатман карчӑкӗ /старикӗ/ — 1. юмӑҫ, эпи. 2. юмахри асамҫӑ сӑнарӗ.
/Мухамед арӑмӗн Айша, хӗрӗн Фатима ячӗсенчен, сӑмахӗсенчен пулса кайнӑ/.
Чӑваш халӑх пурнӑҫӗнче юмӑҫсем — сӑтӑр тӑвакан, чире хӑвалакан сӑваплӑ паттӑр, пурне те пӗлекен юмахри юмӑҫ.
Ӑрӑмҫа, ӑрӑмҫӑ, ӑрӑмчӑк — кӗлмӗҫ. Пуласлӑха пӗлекен. Юмӑҫ. /Ырӑ, ырӑм кирлӗ пуласлӑх, тупӑшлӑх, чӗрӗлӳ ӑнланусене пӗлтерекен сӑмахран/.
Чӑваш ӑнланӑвӗнче ырӑ ӗҫ тӑвакан, ырлӑх яракан юмӑҫ, ырӑ тухатмӑш /волшебник/. Ӑрӑмчӑк эпи карчӑкӗ ӑрӑмларӗ, ачи чиперех ҫуралчӗ.
Арӑмҫӑ старик вӑрлӑха кӗлӗ туса тӗтӗмлерӗ /тӗтӗрчӗ/, тыр-пул лайӑх пулчӗ.
Хальхи вӑхӑтра ӑрӑмҫӑсем, хисепрен тухнӑ.
Ӑстаҫӑ — 1. ӑсчах, ал ӗҫне, килти ӗҫе, ҫӗр ӗҫне йӗркелесе тума пӗлекен.
2.Пӗлӳҫӗ. Пур япалана пӗлсе, ҫирӗп те илемлӗ тума пултаракан. Ваттисем пурӑна-киле ӑстаҫӑ-пӗлӳҫӗсем пулса тӑраҫҫӗ.
3. Чир-чӗре пӗлсе сиплекен. Ӗҫе вӗреннӗ ҫын ӑстаҫӑ пулать.

Вӗруҫӗ — юмӑҫ, тухатмӑш /вӗрет, "Сывлӑша вӗрсе кӑларать" ӑнлануран пул-
нӑ сӑмах тесе шутлаҫҫӗ/.
Вӗрет-сурать вӗрӳҫӗ, вут пуҫҫипе хӑмсарать. Вут ҫунтарса, юм-юмласа чирлӗ ҫынна сыватать. Шывпа сапса пӗрӗхсе шыв усалне хӑвалать. Япаласем пӑрахса ылхануна пӗтерет. Кӗлӗ туса ҫын кӑмӑлне вӑй кӗртет.
Вӗрӳҫӗсем ытларах мӗнрен те пулин хӑраса чирленӗ ҫынсене сипленӗ.

Ӗмпӳ, емпечи — 1. асатте, ватӑ хисеплӗ ҫын;
2. ӑрат аслашшӗ, ӑрат пуҫлӑхӗ, пӗлуҫӗ;
3. ҫӗршыв патши, пуҫлӑхӗ. Чӑвашӑн анлӑ ӑнланӑвӗнче халӑх пуҫлӑхӗ. Ҫемье, ял-йыш шайӗнче — пурнӑҫа пӗлсе тытса пыракан хисеплӗ ватӑ ҫынна пӗлтерет. Ялти ватӑсем, ӗмпечисем хӑҫан акана тухмаллине, хӑҫан мӗнле ӗҫе пуҫласа тумаллине пӗлсе ял-йыша каласа, хушса тӑнӑ.
Ӗлӗк пирӗн таврари ялсем ӗмпӗне /патшана/ пӑхӑнса пурӑннӑ. Пирӗн ялта ӗмпӳ ҫурчӗ ларнӑ.
Петӗр патша хыҫҫӑн сотниксем хуҫаланма пуҫланӑ.
Халӗ ял ячӗ тӑрӑх кӑна /Ӗмпӗрт Туҫа/ Ӗмпӳ ялӗ пулнине пӗлетпӗр.

Калтун — тухатмӑш, асамҫӑ. /Атӑл тӑрӑхӗнче йӑлана кӗнӗ сӑмах/.
Ҫывӑх тухӑҫри авал пурӑннӑ Халдей халӑх ятӗнчен, венгр, грек чӗлхинчи "Холдус" /хӑлтӑ/ сӑмахран тухма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ /Фасмер словарӗ/. Чӑваш сӑмахлӑхӗнче калтун — пурнӑҫа пӑтратакан, пӑсакан, ҫын ҫине ылхану яракан. Ку — усал калтун.
Чирлӗ ҫынна тухату туса, хӑлтӑ пӑрахса, вӗсем мӗнле выртнине пӑхса ылхану тӗпне-ҫыххине тупса ӑна салатакан. Чирлӗ ҫынна чиртен ҫӑлакан. Ку — ырӑ калтун.
Калтунсем хӑраса пулнӑ амак чирӗсенчен, усал сӑмах, ылхан урлӑ пулнӑ чирсенчен ҫынна сыватнӑ.
Халӗ экстрасенесене калтун тесе калаҫҫӗ.

Кӗлмӗҫ — авалхи чӑваш тӗнне, йӑла-йӗркери кӗлӗсене пӗлекен. /"Кӗлӗ ӑсти" сӑмаха пӗлтерет/. Мӑчавар, юмҫӑ, пӗлӳҫӗ. Христос тӗнне йышӑнсан кӗлмӗҫсене шутран кӑларнӑ. Килти ватӑсем авалхи йӑласене пӑхӑнса пурнӑҫа тытса пынӑран кӑна кӗлмӗҫ ҫинчен калакан ӑнланусем халӑхра сыхланса юлнӑ.

Киремет пуҫӗ, сыхчи, хуралҫи, хуҫи — авалхи тӗне пӑхӑнса киремет вырӑнне, кӗлӗ вырӑнне пӑхса пурӑннӑ ҫын.
Ырӑ киремет — ырӑсене асӑнса кӗлӗ туса чӳклемелли вырӑн.
Хаяр киремет — усалсене асӑнса ылхан ямалли е ылханран тӳнтерле кӗлӗ туса, хура тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхе, кайӑк-кӗшӗке чӳклемелли вырӑн.
Виҫӗ-ҫичӗ ҫул хушшинче киреметре аслӑ кӗлӗ ирттернӗ. 12, 13 уйӑхлӑ ҫулталӑксене уйӑрса палӑртнӑ.
Кашни киреметӗн хӑйӗн хуҫи, сыхчи пулнӑ. Вӑл киремет лаптӑкне пӑхса, тасатса пурӑннӑ. Унӑн ҫурчӗ, хурал пӳрчӗ киремет тулашӗнче кӑнтӑр-хӗвел анӑҫ енче ларнӑ.
XVIII ӗмӗрсенче Христос тӗнне пӑхӑнакансем киремет ҫурт-йӗрӗсене, лаптӑкӗнчи юпа кӳлеписене ҫунтара-ҫунтара янӑ. Киремете пӑхакансене хӑратнӑ, вӗсене ятран-сумран кӑларнӑ.

Куҫ пӑвакан — 1. асамҫӑ. Куҫ вӑйӗпе ҫыннӑн ӑс-пуҫне пӑтратса унӑн умне /пуҫне/ тем тӗрлӗ курӑмсем яракан. Ӑсран пӑсӑлнӑ ҫынна чиртен сыватакан е курайман ҫынна куҫ пӑвса хӑратса ӑсран пӑсакан, тӑнран кӑларакан.
2. хальхи пек каласан гипнотизер, экстрасенс.
Хӑйне йӗркеллӗ тытакан, ӑс-тӑнпа пурӑнакан ҫынна куҫ пӑвакансем ҫӗнтереймеҫҫӗ, вӗсене пӑхӑнтараймаҫҫӗ.

Мӑчавар, мӑчавур, мучавар — авалхи йӑла-йӗркесене пӗлекен кӗлмӗҫ, пӗлӳҫӗ. Иран чӗлхинче "муджевар", сӑваплӑ ҫын. Кӗлмӗҫ /жрец/ тенине пӗлтерет.
Хисеплӗ ҫын, йӑла-йӗркене тытса пыракан, кӗлӗ вулакан, чук йӗркисене пӗлекен. Халӑхпа ирттерекен уявсенче хисеплӗ ватӑсемпе пӗрле сӑваплӑ кӗлӗсене калакан.
Пурнӑҫри, халӑхри ырлӑха ыйтакан. Ҫамрӑксене пил паракан.

Пӗлӗмҫӗ /"пӗлекен" сӑмахран/ — пурнӑҫри пулӑмсене, ӗҫ-пуҫ тумалли майсене, йӑла-йӗркесене, юмах-сӑмаха тытса пыма /ҫыхса-салтма/ пӗлекен. Сиксе тухан ыйтӑва, инкек-синкеке кирлӗ хурав парса е кирлӗ ӗҫ тусӑ майлаштарса ирттерсе яма пӗлекен.
Халӑхра пӗлӳҫӗсене юмӑҫ шайне хурса хакланӑ, чир-чӗртен сипленме пулӑшакансем тенӗ.
Хальхи пек каласан, вӗсем хӑй вӑхӑтӗнчи ӑсчахсем пулнӑ, вӗсемех халӑхри юрӑ-ташӑри ӑсчахсем, юмах-халап авторӗсем.

Сатӑрҫӑ /сӑтӑрҫак/ — ҫынна сӑтӑр тӑвакан. "Темӗн тӗрлӗ сӑтӑр пур, курайман ҫын сӑтӑрне ҫитни ҫук" /Н.И. Ашмарин, 11 том, 285 стр./ Усал тӑвакансен ячӗсене пӗрлештерсе калакан ят сӑмахӗ.

Тӗшмӗшҫӗ — асамлӑ ҫын.
Тӗшмӗш пӗлмен, курӑнман тӗнче ҫинчен /леш тӗнче ҫинчен/ калакан вӗрентӳ. Авалхи тӗрӗк чӗлхинче "тӗш" сӑмахпа ыйӑха, тӗлӗке /тӗшмӗрет/, ӗмӗтри е шухӑшри курӑма палӑртнӑ.
Ӑсчахсем "тӗшмӗш" суя ӗненӳ, пуҫри пӑтранчӑк, тӗрӗс мар шухӑш тесе ҫыраҫҫӗ.
Чӑваш сӑмахлӑхӗнче, ӑнланӑвӗнче — тӗшмӗшҫӗ пулас пулӑмӑн, сиктерӗвӗн е улшӑнӑвӑн пуҫламӑшне пӗлекенӗ. Асам майӗпе тухатса ҫав пулӑма сиктерсе кӑлараканӗ. Халӑхра тӗшмӗшҫӗсем ҫав асамлӑ тухатусене темиҫе майпа /17 таран/ тӑваҫҫӗ тенӗ.
Тӗслӗхрен: сӑмах /кӗлӗ/ каласа, вӗрсе-сурса, шыв сапса, куҫ пӑвса, япала пӑрахса, ҫил тӑрӑх, усен-тӑран урлӑ тата ыт. те.
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн тӗшмӗш йӑли, тӗшмӗшҫӗсем пурнӑҫран тухса пыраҫҫӗ.
Тухатмӑш — калтун, асамҫӑ, юмҫӑ.
Тухату, пӑтрату сӑмахран тесе шутлаҫҫӗ. /Араб чӗлхинче "дуьа" /туха/ — кӗлӗ тӑваканӗ тенине пӗлтерет/. Тухатмӑш япаласене пӑтратса, ҫӗклесе пӑрахса, вӗсем мӗнле выртни тӑрӑх, пулӑм сӑлтавне шырать.
Шай ярса, ҫиппе ҫыхнӑ йӗп ҫине ҫӑкӑр хытти чиксе, вӑл сипленме пынӑ ҫын аллинче мӗнле сулланса ҫаврӑннине пӑхса инкекӗн сӑлтавне шырать.
Кӗлӗ туса /сӑмахсем каласа/, сипленме пынӑ ҫыннӑн аллине тытса, унӑн туйӑмӗ тӑрӑх шар курнӑ ҫыннӑн чир сӑлтавне тупса сывлӑх шанчӑкӗ еннелле ҫавӑрать.
Юмахра тухатмӑш хӑйне тӗрлӗ им-ҫам, сӗлӗм, ҫу-вар сӗрсе улшӑнса тӗрлӗ чӗр-чун пулма пултарать /йытӑ е кушак, сысна е сурӑх/ тесе каланӑ.
Кӑмака умӗнче тыр-пул акса ӳстерсе, вырса, ҫапса-авӑртса пӑтӑ пӗҫерсе ҫисе, мӑрье витӗр /тӗнӗ витӗр/ вӗҫсе тухса, уйӑх таран вӗҫсе улӑхма, уйӑха кӑшласа ҫиме пултарать тенӗ.
Тухатмӑшсем ҫимӗк каҫӗнче мӗлке е шӑпӑр, е шалча ҫине ларса ҫӑва /ҫичӗ ҫӑва/ ҫине пуҫтарӑнаҫҫӗ тенӗ. Унта вӗсем кама мӗнле сӑтӑр тумалли ҫинчен калаҫса татӑлаҫҫӗ-мӗн.
Тухатмӑшсенчен маларах ялта мӗнле те пулин сӑтӑр тусан вӗсем урӑх яла вӗҫсе каяҫҫӗ тенӗ.
Ҫавӑнпа ҫимӗк каҫӗнче ялти ачасем, ҫамрӑксем пӗр-пӗрне сӑтӑр тунӑ. Ку йӑла паянхи кун та сыхланса юлнӑ. Ваттисем вӗсене уншӑн вӑрҫмаҫҫӗ. "Авалхи йӑла хушмасть", — теҫҫӗ.

Тӳре, тӳреҫӗ — тӗрӗслӗхе тупакан, тӳрре кӑларакан. Авал тӳреҫе ырӑ усал вырӑнне хурса хакланӑ. Ӑна кӗлӗ туса асӑннӑ.
М.Федоровӑн "Арҫури" балладинчи Карчӑк Микули: «Тӳр кӗллине тӳрлетме тиха тытса пусмалла», — тесе калать. Авал ялта, ӑратра сиксе тухакан харкашусене ялти ватӑсем, сӑваплӑ ҫынсем е уйрӑм тӳреҫӳсем канашласа, сӳтсе явса тӗрӗслӗхе тупса татса панӑ. Ҫынсем пӗр-пӗрне асӑрхаса пӑхӑнса пурӑнччӑр тесе вӗсене сӑвапланма киреметре е кӗлӗ вырӑнӗнче чӳк тума хушнӑ. Туреҫӗ ял-йышри йӗркене пӑхса тӑраканӗ пулнӑ.

Чукҫӗ — 1. чӳк йӗркине пӗлекен. Ытларах чӳк ирттерме халӑх укҫипе, пурлӑхӗпе илнӗ выльӑха, кайӑк-кӗшӗке кӗлӗ сӑмахӗсем каласа, янаварласа пусса /чиксе/ параканӗ.
Чӳкҫӗ выльӑха пуҫӗпе хӗвел тухӑҫ еннелле тӑратать. Пусиччен кӗлӗ каласа ун ҫине шыв сапса е ун ҫинче ҫӗҫӗ-пуртӑ шаккаса хӑратать, силлентерет. Выльӑх силленсен, унӑн чунӗ ӑна пӑрахса тухать имӗш, выльӑх чунсӑр янавар пулса юлать тенӗ. Пуснӑ выльӑхӑн урисене тата хӳрине татман, пуҫ тирне сӳмен. Тирне шалча ҫине ҫыхса юпа ҫине тайӑнтарса ҫакнӑ. Ҫынсем кайсан выльӑх чунӗ ҫакӑнта таврӑнать, кайран кӗтӗве каять тесе шутланӑ.
Чӳкҫӗ пуснӑ выльӑхӑн юнне ӑҫта мӗнле тумлатмаллине, салмаллине пӗлнӗ, ҫут ҫанталӑк ыррисене, вучахри вут-йыш туррисене кӗтӗве, выльӑхӑ упракан ырӑсене какайӑн хӑш пайне асӑнса памаллисене пӗлнӗ. Чӳкҫӗ выльӑха калпак тӑхӑнса пуснӑ.
Чӳкҫӗ мӑчаварпа, кӗлмӗҫпе пӗрле чӳк туса ирттернӗ.
2. чӳк — ҫулталӑкри халӑхпа пӗрле ирттерекен кӗлӗсем, уявсем. Ҫурхи чӳксем — ака-суха чӳкӗ, /ака пӑтти, ака сӑри/; ҫуллахи чӳксем — ваттисене асӑнни, ҫимӗк, ҫумӑр чӳкӗ, хӗр аки, ҫинҫе уявӗ/; кӗрхи чӳксем, /юпа уйӑхӗ/, кӗрхи ҫимӗк, кӗрхи сӑра; хӗллехи чӳксем — карта чӳкӗ, хӗрт-сурт пӑтти /чӳкӗ/.
Карачун эрни, кун таврӑнни, кӑшарни, хӗллехи ӗҫкӗсем.
3. чӳк вырӑнӗ — пӗрле пуҫтарӑнса ирттерекен кӗлӗ вырӑнӗ, Киремет карти, Чӳк лапамӗ.

Шай — 1. япаласен пӗр пек тытӑмӗ, танлашӑвӗ;
2. хускалмасӑр тытӑнса тӑракан ҫакӑ;
3. ҫип-кантра ҫине ҫакнӑ йывӑр капташка, ӗҫ хатӗрӗ. Платниксемпе виҫевҫӗсем усӑ кураҫҫӗ. Тӳпепе ҫӗр кӑвапи /умри тӗллев лаптӑкӗн хӗреслӗхӗн вырӑнӗ/ хушшинчи тӳрӗ тӑрӑма кӑтартакан ҫакӑ;
4. юмӑҫ, шай яраканӗсен тухату тумалли, тупсӑм тупмалли ӗҫ хатӗрӗ.
Вӗсем хӑйсен шайне тӗрлӗ япаларан асамласа хатӗрлеҫҫӗ.
1. Ҫирӗп ҫип ҫине, хӗлӗх ҫине хӗреслесе ҫӑкӑр сӑмси ҫыхса ҫакаҫҫӗ.
2. Ҫип тӑхӑнтартнӑ йӗп ҫине ҫӑкӑр хыттине чиксе лартаҫҫӗ.
3. Ҫип ҫине пысӑк тӳме йӑлаҫҫӗ.
4. Йӗс кайӑкне ҫакаҫҫӗ /Авал шай яркӑчне йӗсрен тунӑ/.
Икӗ кайӑк пуҫлӑ яркӑча ҫип ҫине ҫыхса ҫакнӑ. Пӗр кайӑкӗ ыррине, тепри усал пулӑмне сӑмсипе тӗртсе кӑтартать тенӗ.

Шай яракан — шай тӑрӑх юмӑҫ яракан, юмӑҫ пӑхакан. Шайне алӑк умӗнче, пӳрт варринче /кӑвапи тӗлӗнче, мачча айӗнче/, сакай алӑкӗ, тӗнӗ шӑтӑкӗ тӗлӗнче ярса пӑхнӑ. Шай янӑ ҫӗре хӑлтӑсем, япаласем пӑрахнӑ. Вӗрсе-сурса юмӑҫ кӗллин сӑмахӗсене каланӑ. Хӑш сӑмахра шай ҫав япаласен тӗлӗнче улшӑнса сулланнине е чарӑннине пӑхса инкек янӑ усалӑн тупсӑмӗ тупӑнать тесе ӗненнӗ.
Юмӑҫа пынӑ ҫынна тӗшмӗшлесе юптарса каланӑ. "Шай ҫакна кӑтартать, ҫапла тума хушать. Ҫапла тусан, ҫавӑн чухлӗ укҫа парсан инкек тухса каять" тесе ӗнентернӗ.

Шапатан — юмахри асамҫӑ. Ашапатман ҫинчӗн вулӑр.

Шенкерпи — юмҫӑ /хӗрарӑм/. Юмӑҫсен пуҫлӑхӗ. Ар, намӑс йышши чирсене сиплекен, юмлакан. Юмахри сӑнар. Юмахсенче ӑна шапатан, ашапатман карчӑкӗсем пулӑшаҫҫӗ.

Эмелҫӗ — сиплевҫӗ, юмӑҫ, пӗлӳҫӗ. Эмелпе, тӗрлӗ курӑк сӗткенӗсемпе чирлӗ ҫынна сиплекен. /Арабсен "амал" ырӑ ӗҫ сӑмахӗнчен/.

Эпи — йывӑр ҫынсене ача ҫуратма пулӑшакан. Эпи карчӑкӗ, эпи арӑм, эпи аппа. Авал ачасене ытларах мунчара е пӳртре ҫуратнӑ. Эпи арӑмӗ /карчӑкӗ/ ҫав вӑхӑтра йывӑрланнӑ арӑмпа юнашарах пулнӑ, ҫак кунсенче кирлӗ-пӗлнӗ таран ӑна пулӑшнӑ. Ача ҫуралсан кӑвапине каснӑ, хыҫне илнӗ. Виҫӗ кунран кукамӑшӗпе пӗрле ачине ҫунӑ, ят хунӑ. Килти йӗрӗхе чӳк тунӑ. Христос тӗнне йышӑнсан ачана ҫиччӗмӗш кунра чиркӳре ят хурса тӗне кӗртеҫҫӗ. Эпи карчӑкӗ ача ҫураттарнӑ, ҫуратмалли арӑмсен хушшинче пысӑк хисепре пулнӑ. Ӑна ялтан-яла лашапа илсе ҫӳренӗ.
Медицина пулӑшӑвӑ аталанса ҫитнӗ май вӗсем пурнӑҫран тухса пӗтнӗ.
Юмӑҫ — ҫиплевҫӗ, пӗлӳҫӗ, вӗруҫӗ, асамҫӑ, тухатмӑш тата ытти ятлӑ ӑрӑмҫӑсен е сӑтӑрҫӑсен ӗҫне пӗлекен.
/Им-юм - сиплев, юм сӑмахсене ӑнлантӑрать, юмлать — сиплет, чир, инкек сӑлтавне шыранине пӗлтерет. Юмӑҫ, юм ӗҫне тӑвакан/.
Ялти юмӑҫ, таврари юмӑҫ, паллӑ юмӑҫ, суя юмӑҫ, куҫсӑр юмӑҫ, пурне те пӗлекен юмӑҫ, ватӑ юмӑҫ, юмӑҫ карчӑк, юмӑҫ старик. Шай ярса пӑхакан юмӑҫ, ал тупанне пӑхса калакан /яракан/ юмӑҫ, карт ярса пӑхакан юмӑҫ тата ыттисем те.
Тӗлӗнмелле, юмӑҫсем паянхи кун та пурнӑҫран тухса пӗтмен. Иккӗленекенсем темшӗн вӗсен патне пулӑшу шырама каяҫҫӗ. Тен, ӗмӗтри тӗнчене шаннӑран.
Халӗ вӗсене ытларах "сиплевҫӗ", "гипнотизер", "экстрасенс" е урӑхла ятпа асӑнаҫҫӗ.

Усӑ курнӑ литература

1. Ашмарин Н.И. Словарь чувашского языка. 17 том, I выпуск.
2. Егоров В.Г. Этимологический словарь чувашского языка. 1964 ҫ.
3. Наумов Н.Е. Языческие боги чуваш. Словарь. Машинописный сборник. 1987 ҫ.
4. Русско-чувашский словарь. 1971 ҫ.
5. Федоров М.Ф Арҫури. 1978 ҫ.
6. Федотов М.Р. Этимологический словарь чувашского языка. 1996 ҫ.
7. Чӑвашла-вырӑсла словарь. 1982 ҫ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-11-07 21:55:41 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 14583 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем